Юрату — Курайманлӑх

 

4859Ӑҫта кӗвӗҫӳ, ҫавӑнта ӑнмасть пурнӑҫу.Юрату — Курайманлӑх
4858Варлин варли пур.Юрату — Курайманлӑх
4860Йыхӑрсан йытӑ та килет, савакан хӑй килет.Юрату — Курайманлӑх
4861Кама юратаҫҫӗ, ӑна итлеҫҫӗ.Юрату — Курайманлӑх
4862Кӗвӗҫ арӑм кӗвенте кучӗ.Юрату — Курайманлӑх
4863Кӗвӗҫ куҫ ҫиес ҫӑкӑр ҫине те кӗвӗҫсе пӑхать.Юрату — Курайманлӑх
4864Кӗвӗҫ чӗрене кӗве ҫиет.Юрату — Курайманлӑх
4865Кӗвӗҫекене кӗве ҫиет.Юрату — Курайманлӑх
4866Кӗвӗҫӗн куҫӗ чапрас.Юрату — Курайманлӑх
4867Кӗвӗҫмен хӗрарӑм тӗнчере те ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4868Кӗвӗҫӳсӗр юрату та ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4869Курайман ҫын куҫ умӗнчех явӑнать.Юрату — Курайманлӑх
4871Курайман тӑшман пуҫа ҫиет.Юрату — Курайманлӑх
4870Курайман тӑшмана вилӗм те ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4872Курайманӑн куҫӗ шӑтнӑ, тӳсейменӗн тӳс шӑтнӑ.Юрату — Курайманлӑх
4873Курайманлӑх куҫсӑр тӑвать.Юрату — Курайманлӑх
4874Куҫран пӑхсах кун курӑнать.Юрату — Курайманлӑх
4875Пӗр вӗҫерӗннӗ кайӑк таврӑнмасть, пӗр сивӗннӗ савни ҫаврӑнмасть.Юрату — Курайманлӑх
4876Пурне те йосо, кам кама юратать.Юрату — Курайманлӑх
4877Савакан килтӗр, пӳрте ҫӗклесе каймасть.Юрату — Курайманлӑх
4878Савакан саккӑр килет, тӑххӑр та килет.Юрату — Курайманлӑх
4879Савасси саккӑр, илесси пӗрре.Юрату — Курайманлӑх
4880Савасси ялта ӳсет, илесси ютра ӳсет.Юрату — Курайманлӑх
4881Савма мехел пур чух савса юл.Юрату — Курайманлӑх
4882Савнӑ ҫынпа чӳлмек катӑкӗ те савӑш курки.Юрату — Курайманлӑх
4883Савнӑ ҫыншӑн тӗнче тавра та ҫиччӗ ҫаврӑнӑн.Юрату — Курайманлӑх
4886Савни — ҫӗр кӗскетме, арӑм — ӗмӗр кӗскетме.Юрату — Курайманлӑх
4884Савни саккӑр та, пӳрни пӗрре ҫех.Юрату — Курайманлӑх
4885Савни ҫапни кӗҫӗтет анчах.Юрату — Курайманлӑх
4887Савни ҫинче пулсан чечче шатри чечек пек, хулӑн тути хуплу пек.Юрату — Курайманлӑх
4888Савни ҫукки ҫуркунне сисӗнет.Юрату — Курайманлӑх
4889Савнипе калаҫма ҫӗр кӗске.Юрату — Курайманлӑх
4890Савнипе калаҫма чӗлхене сарӑ ҫу сӗрмелле.Юрату — Курайманлӑх
4891Ҫӗр ҫинче юратуран пысӑк хӑват ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4892Ҫӗр ҫумӑра юратать, ҫын лайӑха юратать.Юрату — Курайманлӑх
4893Ҫӗр шапи ҫӗр шапине савать, шыв шапи шыв шапине савать.Юрату — Курайманлӑх
4894Чӑн-чӑн таса юрату вилӗмрен вӑйлӑрах.Юрату — Курайманлӑх
4895Чӑн-чӑн таса юрату вилӗмсӗр.Юрату — Курайманлӑх
4896Чӑн-чӑн юрату ӗмӗрте пӗрре килет.Юрату — Курайманлӑх
4897Чӑн-чӑн юратуран таси ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4898Чун саван чуптунӑ, чун ыратан чӳк тунӑ.Юрату — Курайманлӑх
4899Чун савнипе яланах уяв.Юрату — Курайманлӑх
4900Чӳк юратакан чӳк тӑвать, чун савакан чуптӑвать.Юрату — Курайманлӑх
4901Ылтӑнпа кӗмӗл вылянӑшӑн пӑхӑр окҫа кӗвӗҫет, пиччепе инке йомахланӑшӑн хӗр полтӑр кӗвӗҫет.Юрату — Курайманлӑх
4902Юрат ҫынсене, епле юратан хуна.Юрату — Курайманлӑх
4903Юратакан ҫыннӑн пичӗ ҫинчи шӗпӗн те хитрен курӑнать.Юрату — Курайманлӑх
4904Юратас килсен юпана та тытса юратӑн.Юрату — Курайманлӑх
4905Юратӑва никампа та пайламаҫҫӗ.Юрату — Курайманлӑх
4906Юратӑва уйрӑлу тӗрӗслет.Юрату — Курайманлӑх
4907Юратӑвӑн ик куҫӗ те суккӑр.Юрату — Курайманлӑх